г. Шумерля Чувашской Республики

Электронлă ĕç кĕнекисен сведенийĕсем Раççей Пенси фондчĕн харпăр хăй кабинетĕнче паллă

Чăваш Енре пурăнакансем харпăр хăй электронлă ĕç кĕнекин информацийĕпе дистанци мелĕпе паллашма пултараççĕ. Çакăн пирки Пенси фондчĕн çĕнĕ сервисĕ урлă пĕлме пулать. Унти сведенисем кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа паллă.
СТД-ПФР формипе электронлă ĕç кĕнекинчен çырса илнĕ Списока йĕркелес енĕпе Раççей Федерацийĕн Пенси фондчĕн сайтĕнчи харпăр хăй кабинетĕнче ĕçлекен граждансем валли пĕрремĕш хут электронлă сервис ĕçлеме пуçланă.
Ĕçпе çыхăннă сведенисем харпăр хăй кабинетĕнчи «Электрон ĕç кĕнеки» пайра паллă. СТД_ПФР документ он-лайн мелĕпе çырăнать тата ăна пдф-форматпа сыхласа хăварма пулать. Çакă «Обращенисен историйĕ» пайра паллă.
Çак пулăшăва электронлă майпа илес тесен, патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлĕхлĕ порталĕнче регистрациленмелле. Унти логинпа тата парольпа Пенси фондчĕн Харпăр хăй кабинетне кĕнĕ çĕрте усă кураççĕ.
Предприяти-организацисен кашни уйăхăн 15-мĕш числинчен кая юлмасăр Пенси фондне ĕçлекен пирки кăтарту памалла.
Ĕç кĕнекисене электронлă майпа йĕркелес кăтартусене кăçалхи кăрлач уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă, урăх должность çине е урăх пая ĕçлеме куçнă е ĕçлеме пăрахнă, çын ĕçлекен организаци-предприяти хăйĕн ятне улăштарнă пулсан, ĕçлекен хушма професси, специальность, урăх квалификаци, разряд, класс, уровень илнĕ, суд приговорĕпе хăш-пĕр ĕçре ĕçлеме юраман ĕçченсем çине тăратаççĕ. Çавăн пекех çак кăтартусене хальхи вăхăтра ĕçлекенсем хут ĕç кĕнеки çинчен электронлă ĕç кĕнеки çине куçма заявлени çырнă ĕçченсем çине те тăратаççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа 6 пин ĕçпе тивĕçтерекен 40 пин ĕçлекен пирки сведенисем тăратнă. Çак отчетра ĕç кĕнекине мĕнле майпа йĕркелесси пирки 14 пин сведени панă. Вĕсенчен 4 пине яхăн ĕçлекен ĕç кĕнекин электрон вариантне суйланă.


РФ Пенси фондчĕн Чăваш Республикинчи
уйрăмĕн пресс-служби



17 марта 2020
11:26
2020 год
Поделиться