г. Шумерля Чувашской Республики

Инвалид, ватă çынсене е тăлăх ачасене вăхăтлăха хăйсен хÿттине илнисене хушма укçа тÿлеççĕ

2020-мĕш çулхи май уйăхĕн 30-мĕшĕнче вăя кĕнĕ Раççей Федерацийĕн Правительствин 797-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн, «Кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕччен инвалид, ватă çынсене е тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасене вăхăтлăх хăйсем патне пурăнма илнĕ çынсене хушма укçа тÿлеççĕ». Çак укçана патшалăх е урăх социаллă организацисенче ĕçлекен çынсем илме пултараççĕ. Енчен те вĕсем: _ Интернат учрежденисенчен инвалидсемпе ватă çынсене, тăлăх е ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасене вăхăтлăх хăйсем патне пурăнма тата хăйсен хÿттине илнĕ пулсан,
_ Çавăн пекех çак тÿлеве асăннă категорири çынсене хăйсем патне пурăнма тата хăйсен хÿттине илнĕ волонтерсем тивĕçеççĕ.
Инвалид, ватă çынна, тăлăх е ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачана ятарлă социаллă учрежденирен вăхăтлăх пурăнма илни ăçтан паллă пулать;
Çак хушма тÿлеве парасси Раççей Федерацийĕн субьектĕнчи реестр урлă паллă пулать.
Министервăсем хăйсене пăхăнса тăракан интернат учрежденисенчен инвалидсене, ватă çынсене е тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасене вăхăтлăх хăйсен хÿттине илнĕ çынсем пирки реестр йĕркелеççĕ.
Унта вăхăтлăх хăйсем патне пурăнма илнĕ çын, ăна хăш социаллă учрежденирен, мĕн чухлĕ вăхăта тата кам илни пирки йăлтах паллă пулать.
Реестра кăçалхи апрель – май уйăхĕсемшĕн тата июнь уйăхĕшĕн Пенси фондне уйрăммăн тăратаççĕ.
Хушма тÿлеве кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕсенче вăхăтлăх хăйсем патне пурăнма илнĕ çынсене тÿлеççĕ. Вăл 12 пин те 130 тенкĕпе танлашать.
Стационарлă социаллă учрежденисем шутне _ интернатсем, вăл шутра ятарлисем, психоневрологиллĕ интернатсем, ватă тата инвалидсем пурăнакан социаллă-сиплев центрĕсем,
_ тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасем пурăнакан организацисем. Вĕсен шутне: ача çурчĕсемпе интернатсем, сывлăх енчен хавшак ачасем вĕренекен шкул-интернатсем, тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасем пурăнакан центрсем кĕреççĕ.
Асăннă постановленипе килĕшÿллĕн, хушма тÿлеве ятарлă учрежденисенче вĕренекен инвалид ачисене кăçалхи апрель-июнь уйăхĕсенче киле илсе кайнă ашшĕ-амăшĕ илме пултараймасть.
Çавăн пекех çак тÿлев 80 çултан иртнĕ ватăсене тата 1-мĕш ушкăнри инвалидсене пăхнишĕн 1 пин те 200 тенкĕпе танлашакан компенсацине илекенсене те тивĕçмест.
Çак хушма тÿлеве илме тивĕçлĕ çынсен кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ е Пенси фондчĕн клиент служби е МФЦ урлă заявлени çырмалла. Çакăн валли хушма документсем кирлĕ мар. Çак укçана парасси пирки реестрти даннăйсем урлă палăртаççĕ. Апрель-май тата июнь уйăхĕсемшĕн уйрăм икĕ заявлени çырмалла. Унта ят, хушамат, СНИЛС даннăйĕсене тата телефон номерĕпе банк счетчĕн реквизичĕсене палăртмалла. Заявленине 5 ĕç кунĕнче пăхса тухаççĕ, укçана виçĕ кун хушшинче куçарса параççĕ.
Раççей Федерацийĕн субъектчĕн реестрĕнче заявлени çыракан пирки информаци пулмасан ăна хушма укçана тÿлемеççĕ.

РФ Пенси фондчĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби



19 июня 2020
14:28
2020 год
Поделиться