г. Шумерля Чувашской Республики

Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре пурăнакан 26 пин çыннăн пенсийĕ ÿсет

2020-мĕш çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа патшалăх шучĕпе тÿлекен пенсине, вăл шутра, социаллă пенсисене, 6,1 : таран хăпартнă.
Индексацие пула, Чăваш Енре пурăнакан 26 пин çыннăн пенсийĕ ÿснĕ, вĕсенчен 24,3 пин çын – социаллă пенси илет. Тĕслĕхрен, инвалид-ачасен тата ачаранпах пĕрремĕш ушкăн инваличĕсен пенсийĕ 773 тенкĕ ÿсет. Вăл 13 пин те 454,64 тенкĕпе танлашĕ.

Кăçал социаллă пенсисен индексаци коэффициентчĕ инфляцирен икĕ хута яхăн пысăк. Юлашки икĕ çулпа танлаштарсан та çак кăтарту самай ÿснĕ. Тĕслĕхрен, 2019-мĕш çулта – 2:, 2018-мĕш çулта – 2,9: çеç ÿснĕ. Патшалăх шучĕпе тÿлекен пенсине, вăл шутра, социаллă пенсисене ĕçленине пăхмасăр хăпартса параççĕ.

Çавăн пекех, кăçалхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх шучĕпе тÿлекен пенсисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансемпе инвалидсен, Ленинград блокадинче пулнă çынсен, çарта пулнă вăхăтра аманса инвалида тухнисен, радиаци тата техноген катастрофисенче нуша курнă граждансен тата вĕсен çемйисен членĕсене тÿлекен пенсийĕсем ÿснĕ. Унсăр пуçне, Раççей Федерацийĕшĕн тунă паллă ĕçсемпе ÿсĕмсемшĕн хушса тÿлекен укçана та хăпартнă.

Чăваш Республикинче апрель уйăхĕнчи индексацие пула, пенси тÿлемелли пĕр уйăхри тăкак 13,8 миллион тенкĕ ÿсет. Çулталăкри тăкак – 124,5 миллион тенкĕ хăпарать.

РФ Пенси фондчĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби

Оксана Валериевна Верликова 30-65-85



31 марта 2020
09:50
Поделиться
;