г. Шумерля Чувашской Республики

Ачаллă çемьесене пулăшу парас мерăсене анлăлатнă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ 249-мĕш номĕрлĕ указĕпе килĕшÿллĕн, амăш капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ е ?маларах çак сертификатпа усă курнă/ раççейри çемьесене кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕччен çемьери виçĕ çул тултарман кашни ачашăн уйăхсерен 5-шер пин тенкĕ тÿлеççĕ. Çак указа улшăнусем кĕртнĕ май, халĕ асăннă укçана амăш капиталĕн сертификатне илме право çук çемьесем те тивĕçеççĕ. Чи малтанах çакă 2017-мĕш çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕрремĕш ача çуратнă е усрава илнĕ Раççей çемьисене пырса тивет. Вĕсен апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕччен паракан 5 пин тенкĕне илес тесен, кăçалхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ урлă электронлă заявлени памалла.

Малтанласа палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче виçĕ çул тултарман ачаллă тепĕр 12 пин çемье патшалăх пулăшăвне илме тивĕçлĕ.

Унсăр пуçне, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ тепĕр çĕнĕ социаллă пулăшу мерине йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, 3 çултан пуçласа 16 çулчченхи ачаллă çемьесем пĕр хутччен тÿлекен 10 пин тенкĕне илме тивĕçлĕ. Ку укçана çемьери кашни ачашăн тÿлеме йышăннă. Çакă 3 çултан пуçласа 16 çула кăçалхи май уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа июнь уйăхĕн 30-мĕшĕччен тултарнă ачасене пырса тивет. Пĕр хутччен паракан 10 пин тенкĕ укçана Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан Раççей гражданинĕсем çуратнă е усрава илнĕ ачисемшĕн тивĕçеççĕ. Тÿлеве илес тесен, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă заявлени памалла.

Заявленисене кăçалхи май уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Укçана вара июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тÿлеме тытăнаççĕ. Çавна май, заявленине пама çемьесен тепĕр 5 уйăх пур. Ăна ашшĕ-амăшĕнчен пĕри парать. Унта ачан çуралнине ĕнентерекен документа тата укçана куçармалли банк счетчĕн реквизитне кĕртмелле. Урăх нимĕнле хушма документсем кирлĕ мар. Заявленине Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ, Пенси фондчĕн клиент служби, кăшт каярах Нумай Функциллĕ Центр урлă пама пулать.

Çакна асра тытмалла! Опекунсемпе попечительсем заявленине хăйсем çеç килсе çырма пултараççĕ. Вĕсен пĕрле ача çине право пуррине пĕлтерекен документ пулмалла.

Патшалăх пулăшăвĕ паракан икĕ тÿлеврен налук тытса юлмаççĕ тата ытти хушма пулăшусене илнĕ чухне те вĕсене шута илмеççĕ.

Малтанласа палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе пĕр хутччен тÿлекен укçана 3 çултан пуçласа 16 çулчченхи ачаллă 200 пин ытла çемье тивĕçет.

Уйăхсерен тата пĕр хутччен тÿлекен укçа пирки хушма информаципе Раççей пенси фондчĕн сайтĕнче паллашма пулать.

РФ Пенси фондчĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби

Оксана Валериевна Верликова 30-65-85



13 мая 2020
16:25
2020 год
Поделиться
;